Сывлӑх
![]() Чӑваш Енре санитари авиацийӗ 2020 ҫулхи авӑн уйӑхӗнченпе ӗҫлет. Ку таранччен чылай пациента унпа пульницӑна илсе ҫитернӗ. 2020 ҫулта 52 ҫынна, ҫав йышра – 1 ачана, эвакуациленӗ. Пӗлтӗр 109 пациента вертолетпа пульницӑна илсе ҫитернӗ. Вӗсен йышӗнче 3 ача пулнӑ. Пульницӑна илсе ҫитернӗ кашни 9-мӗш ҫын ҫул-йӗр ҫинчи инкекре шар курнӑскер пулнӑ. Унашкал пациентсене пульницӑран илсе каяҫҫӗ, мӗншӗн тесен авари вырӑнне анса ларма май ҫук. Республикӑра вертолет анса лармалли ятарлӑ вырӑнсем пур. Кӑҫал унашкаллисене татах тӑвасшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |