Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Чӑваш Енре Патшалӑх Думине суйланнӑ депутатсене тата сенатора республика хыснинчен уйӑрнӑ укҫапа машинӑпа илсе ҫӳрӗҫ. Ҫавна май аукцион ирттерессине пӗлтернӗ. Тӳре-шарана турттарма 3,3 миллион тенкӗ тӑкаклама хатӗр.
Депутатсемпе сенаторсене хыснаран уйӑрнӑ укҫапа республикӑра илсе ҫӳрӗҫ. Аукцион хыҫҫӑн алӑ пуснӑ килӗшӳ 2022 ҫул вӗҫлениччен вӑйра пулӗ.
Аса илтерер: РФ Патшалӑх Думине Чӑваш Енрен Алена Аршинова, Алла Салаева, Анатолий Аксаков, Ирина Филатова лекнӗ. Федераци Канашне Николай Владимиров суйланнӑ.
Анатолий // 1232.15.8614
2022.01.21 15:05 | |
Тӗрлӗ шайри депутатсене, эп астӑвасса, халӑх чури, халӑх тарçи тетчӗç. Совет тапхӑрӗнчен мӗн чухлӗ аяккарах кайса пыратпӑр "халӑх тарçисем" çавӑн чухлӗ халӑх ӗнси çинче меллӗрех ларма тӑрӑшаççӗ. Тӳре-шарана турттарма 3,3 миллион тенкӗ тӑкаклама палӑртнӑ иккен. Кашни "кӗлмӗçе" 1 000 000 тенкӗне яхӑн унта-кунта илсе çӱресшӗн. | |
Анатолий // 1232.15.8614
2022.01.21 22:10 | |
Халӑх интересӗсене хӳтӗлекенсем - мамонтсем? ПД депутачӗсемпе сенаторсем Чӑваш Ене килсен кунӗн-ҫӗрӗн ярӑнса ҫӳресшӗн пулмалла?
Палӑртнӑ суммӑна тӑлӑхсене, чирпе аптракан ачасене, нумай ачаллӑ ҫемйесене, ачисене пӗччен ӳстерекен амӑшсене пани вырӑнлӑ пек. Аса илтерем: Алла Салаева суйлав кампанине ирттерме 26 000 000 тӑкакланӑччӗ; Анатолий Аксаков Раҫҫейри банкирсен банкирӗ; Алена Аршиновӑпа Ирина Филатова аякри варягсем татах чӑваш ӗнси ҫине хӑпарса ларчӗҫ. Пурӑнатпӑр ҫапла нушаланса, теприсем... | |
Хуларан // 5413.1.0500
2022.01.24 09:19 | |
Хӑйсем ҫинчен ҫеҫ думить тӑваҫҫӗ ҫав... | |
