Сывлӑх
![]() veved.ru сайтри сӑн Рекорд ҫӗнелсех пырать. Сӑмах кӑшӑлвирус пирки пырать. Юлашки талӑкра республикӑри 334 ҫын ковидпа чирленине палӑртнӑ. Пульницӑна сипленме выртакансен йышӗ те ӳссех пырать. Ӗнер 121 ҫынна вырттарнӑ тӑк паян 135. Ҫавна май пульницӑсенче хушма койкӑсем хатӗрлеҫҫӗ. Юлашки талӑкра 134 ҫын сывалнӑ. Ку таранччен республикӑра 49431 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Вӗсенчен 42316-шӗ сывалнӑ. Ку 85,6 процентпа танлашать. Пандеми пуҫланнӑранпа 4190 ҫын каварлӑ чире парӑнтарайман. Юлашки талӑкра 4 ҫын ковида пула пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |