Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.3 °C
Пӗччен йывӑҫ час тӳнет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Вӑрмар хӗрӗ атестата кӑҫалах алла илме ӗмӗтленет

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Анастасия Пирӗшти 08.06.2013 13:18 | 1296 хут пӑхнӑ

Тӗнче тетелне пӗрлехи патшалӑх экзамен ӗҫӗсене кӑларнӑ Вӑрмар районӗн хӗрӗ пирки эпир иртнӗ кунсенченех каланӑччӗ. Экзамен йӗркине пӑснӑ вунпӗрмӗш класс пӗтерекене Раҫҫей вӗренӳ министерстви кӑҫал аттестатсӑр хӑварма йышӑннӑ, вырӑс чӗлхипе экзамена ҫӗнӗ хут тытма вӑл тепӗр ҫул та ҫеҫ пултарӗ.

Ку лару-тӑру пирки Вӑрмар районӗнче пурӑнакан хӗр ҫапларах ӑнлантарать: «Хальлӗхе хам ятӑма палӑртас килмест-ха. Ҫак ӗҫ-пуҫ лайӑх вӗҫленессе шанатӑп, кӑҫал аттестата алла илессе ӗненетӗп. Вырӑс чӗлхи экзаменне эпӗ пӗрремӗш классранах хатӗрленнӗ. Шкулта яланах «5» паллӑсемпе вӗренсе пынӑ».

Экзамен ӗҫне Вӑрмар хӗрӗ пӗтӗмпех пурнӑҫланӑ пулнӑ, анчах та пӗр-икӗ ыйту ӑна иккелентернӗ. «Килте тепӗр хут пӑхса тухам-ха ҫак ӗҫсене» тесе хӗр ӗҫе ӳкернӗ те хӑйӗн юлташне ярса панӑ пулнӑ. Юлташ хӗр вара унтан пулӑшу ыйтаҫҫӗ тесе ун патне килнӗ ӗҫе Тӗнче тетеле кӑларса хунӑ. Ку факта тӳрех тӗрӗслевҫӗсем курнӑ.

— Экзаменран таврӑнсан эпӗ ҫывӑрма выртрӑм. Тепӗртакран ман пата шӑнкӑравларӗҫ, шкула пыма хушрӗҫ. Ҫак ӗҫ-пуҫ мана хама та, аннепе аттене те кулянтарать, — каласа парать пӑтӑрмаха лекнӗ хӗр.

Ҫав-ҫавах Вӑрмар районӗн хӗре шанчӑка ҫухатмасть. Лайӑх вӗреннине шута илсе хӗре кӑҫалах экзамена тепӗр хут тытма министерство ирӗк парасса шанать.

#экзаменсем, #Вӑрмар районӗ, #ултав, #ППЭ

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/newsv2/63152.html
 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем