Политика
![]() Чувашинформ.ру тата Regnum сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Республикин Элтеперне Олег Николаева Александр Андреев коммунист ыйтӑвӗ килӗшмен. Ӑна вӑл: «Каждый говорит в меру своей испорченности», — тесе хунӑ. Ку ӗнтӗ вӑл ҫыннӑн калаҫӑвӗ тӑрӑх этем епли курӑнать тенине пӗлтерет-тӗр. Паян регион ертӳҫи республика Правительстви пӗлтӗр мӗнле ӗҫлени ҫинчен ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗсен умӗнче отчет тунӑ. Доклад хыҫҫӑн ыйту панисенчен пӗри – Александр Андреев коммунист. Унӑн сӑмахне Чувашинформ.рф (асӑннӑ ҫӑлкуҫ Правительство хыпарӗсене ҫутатать) «ыйту та мар, ҫӑхав» тесе хакланӑ. Депутат муниципалитет пӗрлешӗвӗсене васкаса пӗрлештерни, сасӑлав вӑхӑтӗнче административлӑ майпа пусахлани ҫинчен асӑнса хӑварнӑ. Капла калани Олег Николаева килӗшмен, вӑл фактсем илсе кӑтартма ыйтнӑ. Маларах эпир асӑнса хӑварнӑ сӑмах ҫаврӑнӑшӗпе усӑ курнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментари:
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |
Кашниех хӑй пӑсӑлнин шайне кура калаҫать (с)