Спорт
![]() Дмитрий Мулендеев фристайлҫӑ каллех ҫитӗнӳпе савӑнтарнӑ. Вӑл спортӑн ку енӗпе иртнӗ ӑмӑртура чемпион ятне ҫӗнсе илнӗ. Ӑмӑрту Чӗлепи облаҫӗнчи Миассере «Солнечная долина» ту йӗлтӗрӗн курортӗнче иртет. Дмитрий «слоуп-стайл» дисциплинӑра ылтӑн медале тивӗҫнӗ. Иккӗмӗш вырӑна – Питӗрти Максим Сенкевич, виҫҫӗмӗшне ҫав хулариех Павел Петров йышӑннӑ. Дмитрий Мулендеев Олимп резервӗсен 2-мӗш спорт шкулӗнче ӑсталӑхне туптать. Вӑл наци чемпионатӗнче ҫакнашкал дисциплинӑра иккӗмӗш ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |