Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Экономика
![]() Системӑллӑ предприятисен федераци списокне Чӑваш Енре виҫӗ организацие кӗртнӗ. Вӗсен шутӗнче – «Акконд» (унта 2 740 ҫын ӗҫлет, рынокри унӑн тӳпи — 89 процент), «Гален» (260 ҫын ӗҫлет, унӑн ҫулталӑкри тупӑшӗ 1 миллиард та 67 миллион тенкӗпе танлашнӑ), «Технотрон» (117 ҫын ӗҫлет, пӗлтӗрхи тупӑш — 302 миллион тенкӗ). Системӑллӑ предприятисен федераци реестрӗнче унччен Чӑваш Енри тӑхӑр предприяти пулнӑ, паянхи кун унта 12 организаци кӗрет. Республика Элтеперӗ Олег Николаев пӗлтернӗ тӑрӑх, асӑннӑ реестра Шупашкарти «Букет Чувашии» фирмӑна тата «Чӑвашхлебопродукт» предприятие кӗртесшӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |