Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +16.3 °C
Пӑчӑрӑн пырши тухсан та виҫӗ кун пурнасшӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Трак енре Нестер Янкас премийӗн лауреачӗсене чысларӗҫ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Виталий Михайлов 16.04.2022 02:45 | 1119 хут пӑхнӑ
Культура
Лауреатсемпе янкасҫӑсем
Лауреатсемпе янкасҫӑсем

Красноармейски салинчи Культура ҫуртӗнче Нестер Янкас ячӗллӗ культурӑпа искусство тата литература пӗрлӗхӗн 2021 ҫулхи Преми лауреачӗсене чысларӗҫ. Пӗрлӗхӗн ертӳҫи Прокопьев И.А. (Иван Чураль), наградӑсем парас енӗпе ӗҫленӗ комиссин председателӗ Михайлов В.М. (Аксар Чунтупай) Премие тата Лауреат ятне ҫак уйрӑм ҫынсене пама йышӑнни ҫинчен пӗлтернӗ:

Степанов Александр Иванович (Пӑртта) артиста, драматурга тата сӑвӑҫа. Тӑван театрта 70 ытла сӑнар калӑплама пултарнӑшӑн, драматургире 12 пьеса ҫырса сцена ҫине кӑларнӑшӑн тата 2021-мӗш ҫулта «Хӗллехи юратуллӑ каҫсем» (повесть, калавсем, пьесӑсем) пичетлсе кӑларнӑшӑн тивӗҫнӗ. Лауреат ятне пама Чӑваш Республикин Шупашкарти «Трак ен» ентешлӗх тӑратнӑ.

Порфирьева Елена Юрьевна (Эншей) радиожурналиста тата эстрада юрӑҫине. Чӑваш эстрадине аталантарса ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ юрӑсем шӑратнӑшӑн, чӑваш культурине Интернет-медиа анлӑшӗнче сарма тӑрӑшулӑх кӑтартнӑшӑн, обществӑшӑн тунӑ сумлӑ ӗҫсемшӗн тата Чӑваш патшалӑх радикомпанинче илемлӗ передачӑсем хатӗрленӗшӗн тивӗҫнӗ. Лауреат ятне пама Чӑваш Республикин Красноармейски муниципаллӑ округӗнчи Хӗрарӑмсен канашӗ тӑратнӑ.

Ҫавӑн пекех Чӑваш Республикинчи Красноармейски муниципаллӑ округӗн депутатсен пухӑвӗн депутатне, «Алком» строительство организацийӗн ертӳҫине, Шупашкарти «Трак ен» ентешлӗх ертӳҫине Алексей Николаевич Львова ҫуралнӑранпа 60 ҫул тултарнӑ май Трак енри культурӑпа искусствӑна аталантарас тӗлӗшпе тунӑ пуҫаруллӑ ӗҫсемшӗн, Красноармейски ял тӑрӑхне илемпе хӑтлӑх кӗртес енӗпе тӑрӑшулӑх кӑтартнӑшӑн, округ центрӗн чысне-сумне республикӑмӑр умӗнче тивӗҫлӗ шая ҫӗкленӗшӗн Чӑваш Республикин Красноармейски муниципаллӑ округӗнчи Нестер Янкас ячӗллӗ культурӑпа искусство тата литература пӗрлӗхӗ «Чӑвашлӑха аталантарнӑшӑн» («За развитие чувашской культуры») медальпе чысланӑ.

"Трак ен" ентешлӗхӗн ҫӗнӗ ертӳси Архипов И.Л. тата "Алком" фирма ертӳҫи Львов А.Н. Трак енӑн паллӑ ҫыннине, тӑван тавралӑх ҫинчен ҫырнӑ 25 кӗнеке авторне, 88 ҫулхи юрӑҫ тата таврапӗлӳҫӗ Гурий Дуброва (Кӑмакал Курккине) ентешлӗхӗн "За дружбу и верность" медалӗпе чысларӗҫ, ҫӗнӗ лауреатсене вара парнесем парса саламларӗҫ.

Чӑваш наци конгресӗн Трак енри уйрӑмӗн ертӳҫи Михайлова З.П. асӑннӑ пултаруллӑ ҫынсене пӗтӗм кӑмӑлтан ӑшшӑн саламларӗ, асӑнмалӑх парнесем пачӗ.

Ҫак мероприятирех чӑваш эстрада юрӑҫин Елена Эншейӗн пултарулӑх каҫӗ иртрӗ. Чаплӑ концерт виҫӗ сехет ытла пычӗ. Ӑста юрӑҫа саламлакансем нумай пулчӗҫ: ҫуралнӑ кунӗпе те, Нестер Янкас ячӗллӗ преми илнӗ ятпа та. ЧНКан "Хастар" ушкӑнри пикесемпе пӗрле уява ҫитнӗ Чӑваш наци конгресӗн Президенчӗ Валерий Клементьев Хисеп хучӗпе чысларӗ. Красноармейски муниципалитет округӗн пуҫлӑхӗн Тав ҫырӑвӗпе Рена Осипова саламларӗ. "Трак ен" ентешлӗх хастарӗсем - Алексей Львовпа Иван Архипов - парнесем парса чыс турӗҫ. Елена Юрьевна хӑйӗн уҫӑ та илемлӗ сассипе пурне те тыткӑнларӗ, куракансем ытти артистсен пултарулӑхне те курса киленчӗҫ.

#Красноармейски районӗ, #премисем, #культура

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем