Хулара
![]() Википедия архивӗнчи сӑн Канашра Чкалов урамӗнчи пӗр ҫуртра 1-мӗш ушкӑнри сусӑр пурӑнать. Хваттерӗ иккӗмӗш хутра пулнӑран ӑна тухса ҫӳреме кансӗр килнӗ. Вӑл ҫын пулӑшмасӑр урама тухайман. Хула администрацийӗн пандус лартма тивнех. Ҫак ҫемье ҫӑхав ҫырсан прокуратура тӗрӗслев ирттернӗ. Паллах, ведомство йӗркене пӑснине палӑртнӑ, хула администрацийӗн подьездра илсе хумалли пандус лартмалла тесе суда тавӑҫ тӑратнӑ. Суд та прокуратура енче пулнӑ. Халӗ ҫав подьездра пандус лартнӑ ӗнтӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |