Пӑтӑрмахсем
![]() Инкелӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Иртнӗ талӑкра республикӑра икӗ пушар пулнӑ. Иккӗшӗ те - Ҫӗнӗ Шупашкарта. Утӑ уйӑхӗн 3-мӗшӗнче 18 сехетре Хӗвелтухӑҫ урамӗнчи 11-мӗш ҫуртра виҫӗ пӳлӗмлӗ хваттер ҫуннӑ. Тӗтӗм тухнине иртен-ҫӳрен асӑрханӑ. Ҫулӑм сӗтел-пукана тӗп тунӑ, шалти отделкӑна сиенлетнӗ. Кил хуҫи, 45 ҫулти арҫын, ҫунса вилнӗ. Вӑл пирусне сӳнтермесӗрех ҫывӑрма выртнӑ. Ҫур сехетрен Интернационалист салтаксен урамӗнчи пӗр пӳлӗмлӗ хваттер ҫунма тытӑннӑ. Унта та пирус тӗпне сӳнтерменнипе ҫулӑм тухнӑ. Юрать-ха, кил хуҫи хӑй шар курман. Вырӑн ҫивитти ҫеҫ ҫуннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |