Пӑтӑрмахсем
![]() 21.мвд.рф сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк Канаш районӗнчи пӗр ялта пурӑнакан арҫынна йывӑҫ каснӑшӑн явап тыттарӗҫ. 64 ҫулти ҫын Канашри вӑрман хуҫалӑхне шар кӑтартнӑ. Пурӗ 150 пин тенкӗ ытлалӑх. Йывӑҫ каснине вырӑнти йӗрке хуралҫисем утӑ уйӑхӗнче тупса палӑртнӑ. Арҫын тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 260-мӗш статйин 3-мӗш пайӗпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ватӑ ҫын йӗрке хуралҫисене хыра киле валли каснине пӗлтернӗ. Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, пуҫиле ӗҫе тӗпчесси малалла пырать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |