Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -12.7 °C
Вутӑн алли те, ури те вӑрӑм.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Пӑтӑрмахсем: Ҫын машинипе ярӑннӑ яшсене суд тунӑ

Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Туянатӑп Чăваш Наци библиотеки 1996, 1997, 2000, 2004, 2009, 2013, 2014 çулсенче кăларнă ...
Паллашу Ялта пуронатоп, начал привычкосемсер, ещместеп туртмастоп. Хелп паллашас тетеп.х...
Таисия Ташней 20.07.2022 18:28 | 283 хут пӑхнӑ
Пӑтӑрмахсем
chuvashia.sledcom.ru сӑнӳкерчӗкӗ
chuvashia.sledcom.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Етӗрнере ют ҫын машинипе хула тӑрӑх ярӑнса ҫӳренӗ ҫамрӑксене суд тунӑ. Ушкӑнпа пухӑнса автомобиль вӑрланӑ тесе вӗсене РФ Пуҫиле кодексӗн 166-мӗш статйин 2-мӗш пайӗн «а» пункчӗпе килӗшӳллӗн айӑпласа 7-шер пин тенкӗ штраф хурса панӑ.

Суд тенкелӗ ҫине 17, 16 тата 14 ҫулсенчи виҫӗ ҫамрӑк ларнӑ. Кӑҫалхи пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗнчи ҫӗрле вӗсем Етӗрнери суту-илӳ цеентрӗсенчен пӗрин умӗнче «ВАЗ-2107-4» машина ларнине асӑрханӑ. Автомобиле питӗрменнипе, машинӑна хускатмалли уҫӑ вырӑнтах пулнипе усӑ курса ют ҫыннӑн транспорчӗпе ҫула тухнӑ. Машинӑпа пӗрре кӗрт ҫине пырса кӗнӗ-ха, унтан ӑна ҫул ҫине тӗксе кӑларнӑ та каллех ярӑнма кайнӑ. Кӗҫех кӗрт ҫине тепре кӗрсе ланӑ. Унтан машинӑна тек кӑларайман, автомобиле пӑрахса хӑварнӑ.

Машина ҫухални ҫинчен тепӗр кунне хуҫи йӗрке хуралҫисене пӗлтернӗ...

#ҫамрӑксем, #пӑтӑрмахсем, #яваплӑх, #машинӑсем, #судсем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Кӳреннипе чӗртсе янӑ
2021, 10, 05
Ҫӗрпӳре «Валдай» автомобиле чӗртсе янӑ
2022, 07, 04
«Линкольн» лимузин ҫынсене тӑрри ҫине хӑпартса лартнӑ
2022, 07, 06
Ют ҫын микроавтобусне чӗртсе ҫула тухнӑ
2022, 07, 13
Пиччӗшне икӗ ҫӗҫӗпе чикнӗ
2022, 07, 16

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org