Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +1.3 °C
Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Кӳршӗре: Чулхула облаҫӗнче 69 ҫулти карчӑк икӗ хӗрне пула сарайра пурӑнать

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 07.08.2022 23:25 | 679 хут пӑхнӑ
Кӳршӗре
«Кстати…» репортажри сӑн
«Кстати…» репортажри сӑн

Чулхула облаҫӗнчи Сосновское поселокра хӗрӗ амӑшне сарая пурӑнма хӑваласа янӑ. Кун пирки кӳршӗ тӑрӑхра тухакан «Кстати…» телепрограмма каласа панӑ.

Татьяна Кузьминична чи малтанах аслӑ хӗрӗпе тата кӗрӳшӗпе пӗрле Макасово ялта пурӑннӑ. Анчах та хӗрӗн ҫемьипе хирӗҫсе кайнӑ хыҫҫӑн унӑн Сосновски поселока куҫма тивнӗ. Кунта унӑн хваттер пулнӑ, хваттерте кӗҫӗн хӗрӗ пурӑннӑ. Поселока куҫса килнӗ хыҫҫӑн кӗҫӗн хӗрӗ аппӑшӗ хваттер пайне ан кӗрейтӗр тесе амӑшне пурлӑха хӑйӗн ҫине ҫырма ыйтнӑ. Амӑшӗ хваттере кӗҫӗн хӗрне парнеленӗ хыҫҫӑн хӗрӗ ӑна хваттере кӗртми пулнӑ. 69 ҫула ҫитнӗ хӗрарӑм суд урлӑ ӑна хваттере яма ирӗк ыйтнӑ, анчах ӗҫ ӑнман. Суд шучӗпе Татьяна Кузминичнӑн Макасово ялӗнче пурлӑх пур, прописка тӑрӑх вӑл унта тӑрать.

Хальхи вӑхӑтра карчӑк Сосновски поселокра вырнаҫнӑ сарайра пурӑнать. Кӗҫӗн хӗрӗ ултавпа туртса илнӗ хваттерӗн чӳречисем шӑп та лӑп сарай енне тухаҫҫӗ. Татьяна Кузминична урай ҫинчех ҫывӑрать, йӗри-тавра йӗкехӳресем чупаҫҫӗ. Унӑн малтан апат-ҫимӗҫ упрамашкӑн холодильник те пулнӑ, анчах хӗрӗ электричество пралукне татнӑ хыҫҫӑн вӑл ӗҫлемест.

Репортаж тухнӑ вӑхӑтра аслӑ хӗрӗ кӑнтӑрта каннӑ, кӗҫӗн хӗрӗ упӑшкипе пӗрле журналистсемпе калаҫасшӑн пулман. Карчӑк хӑйӗн шанӑҫне аслӑ хӗрӗ пурӑнакан ҫуртра курать — Макасово ялӗнчи ҫуртӑн пӗр пайӗ унӑн шутланать. Хӑйӗн правине вӑл суд урлӑ ҫирӗплетесшӗн.

#кӳршӗре, #Сосновски, #Макасово, #ҫурт-йӗр, #Чулхула облаҫӗ

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем