Республикӑра
![]() Зоя Григорьева. t.me/mintrud_21 сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енӗн Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерствин Ача-пӑча реабилитаци центрӗн директорӗ пулма Зоя Григорьевӑна шаннӑ. Зоя Алексеевна — Чӑваш Республикин сывлӑх сыхлавӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ. Ӗҫ биографине врач-педиатртан пуҫӑннӑ. Патшалӑхӑн граждан службинче 1996 ҫулта ӗҫлеме пуҫӑннӑ. Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлав министерствинче амӑшӗпе ачисене медицина пулӑшӑвӗ паракан пай пуҫлӑхӗнче чылай ҫул ӗҫленӗ. Ача-пӑча реабилитаци центрӗн директорӗнче унччен Елена Шафейкина тӑрӑшнӑ. Сывлӑх сыхлав тата социаллӑ аталану тытӑмӗнче Елена Васильевна 40 ҫул ытла ӗҫленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |