Хулара
![]() Кӗҫех Шупашкарти тӑватӑ троллейбус маршрутне улӑштарӗҫ. Тепӗр троллейбус хӑйӗн маршручӗ ҫине таврӑнӗ. Ку улшӑнусем чӳкӗн 12-мӗшӗнче пулӗҫ. Ку 6-мӗш, 8-мӗш, 9-мӗш, 11-мӗш троллейбуссене пырса тивет. Тахҫан пӑрахӑҫланӑ 5-мӗш троллейбус маршрут ҫине таврӑнӗ. Чӳкӗн 12-мӗшӗнчен 11-мӗш троллейбус унчченхи пекех чукун ҫул вокзалӗ таран ҫӳреме пуҫлӗ. 5-мӗш троллейбус вара Мир проспекчӗпе, Эгер бульварӗпе, Трактор тӑвакансен проспекчӗпе кайса Маштехникума ҫитӗ. 8-мӗш троллейбус Ашмарин урамне тата Яковлев проспектне кӗме пӑрахӗ. 9-мӗш троллейбус Ашмарин урамӗн вӗҫӗнчи урама ҫитӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |