Спорт
![]() t.me/Chuv_today сӑнӳкерчӗкӗ Райн центрӗсемпе хуласенче хӗле хатӗрленеҫҫӗ. Тӗрӗсрех каласан, ҫынсен хӗллехи канӑвӗ пирки шухӑшлаҫҫӗ. Шупашкар хулинчи Мускав районӗнче кӑҫал, сӑмахран, 11 каток тата йӗлтӗрпе ярӑнмалли 8 вырӑн хатӗрлӗҫ. Пӑр лапамӗсем хулари пӗрремӗш тата пиллӗкмӗш гимназисен, тӑваттӑмӗш лицей, 39-мӗш, 50-мӗш тата 60-мӗш шкулсен тӗлӗнче, Университет, Павлов, Афанасьев, Гузовский урамӗсенчи картишсенче, Йӑлӑм поселокӗнче пулӗҫ. Гузовский ращинче, Берендей вӑрманӗнче, «Амазони» этнокомпексра тата Етӗрне шосси хӗррипе йӗлтӗрпе ярӑнмалли ҫулсем йӗркелӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |