Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Экономика
![]() gs.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Ен парламенчӗн депутачӗсем Раҫҫейӗн Бюджет кодексӗн 78-мӗш статйине улшӑну кӗрттересшӗн. Ҫапла тусан этил спирчӗ 0,5 процент таран сӑра туса илекенсене субсидипе пулӑшма май килӗ. «Паянхи куна илсен Раҫҫейре хӑмла тата салат туса илекенсем рынока хӑйсен продукцийӗпе тивӗҫтерсе пыраймаҫҫӗ. Ҫӗршывра хӑмла кирлинчен 5 процентне ҫеҫ туса илеҫҫӗ. Ют ҫӗртен кӳрсе илнине саплаштарма самай вӑхӑт кирлӗ», — палӑртнӑ парламентарисем. Хӑмла туса илессине тата унӑн пахалӑхне ӳстерме патшалӑх пулӑшӑвӗ кирлӗ. Ҫав шутра техника тата хунав туянма та. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |