Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Ир тӑнӑ кайӑк выҫӑ вилмен тет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Раҫҫейре: Валери Туркай Кайсын Кулиева халалланӑ поэзипе туслӑх уявне хутшӑннӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 19.12.2022 17:35 | 883 хут пӑхнӑ
Раҫҫейре
Кайсын Кулиев
Кайсын Кулиев

Иртнӗ эрне вӗҫӗнче Кабарда-Балкар Республикинче балкар халӑхӗн тӗнчипе паллӑ поэчӗ, СССР Патшалӑх премийӗн лауреачӗ Кайсын Шуваевич Кулиев ҫуралнӑранпа 105 ҫул ҫитнине анлӑн паллӑ тунӑ. Поэзипе туслӑх уявне Мускавран, Алтайран, Чӑваш Енрен, Тутарстанран, Пушкӑртстанран, Казахстанран, Кӑркӑстанран, Ставрополь облаҫӗнчен ятарласа килнӗ паллӑ сӑвӑҫсем хутшӑннӑ. Вӗсен йышӗнче — чӑваш халӑх поэчӗ, Халӑхсем хушшинчи Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ преми лауреачӗ Валери Туркай та пулнӑ.

Кайсын Кулиевӑн шӑпи-кунҫулӗ Чӑваш Енӗн тӗп хулипе Шупашкарпа тӳрремӗнех ҫыхӑннӑ: Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче вӑл Орел патӗнче пынӑ хаяр ҫапӑҫусенчен пӗринче питӗ йывӑр аманнӑ хыҫҫӑн вӑл Шупашкарти эвакогоспитальсенчен пӗринче сипленнӗ, сывлӑхне ҫирӗплетнӗ, кунтах пултаруллӑ поэт сӑвӑ хыҫҫӑн сӑвӑ ҫырнӑ. Ку ҫурта юлашки ҫулсенче паттӑр салтак-сӑвӑҫа халалланӑ асӑну хӑми илем кӳрет.

2012 ҫулта Шупашкарта Кайсын Кулиев сӑввисен Валери Туркай чӑвашла куҫарнӑ сӑввисен «Тӗнчене курсамӑр ыр куҫсемпе» ятлӑ пуххи кун ҫути курнӑ.

#культура, #Кабарда-балкар Республики, #Раҫҫейре, #юбилейсем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Каллималлин // 3806.8.9922
2022.12.19 19:13
Туркай балкарла та пĕлет иккен, тутарла, пушкăртла анчах мар, тата 15-20 чĕлхе пĕлет,тухнă кĕнекисене пăхсан. (Сăмах май, вĕсенчен чи юратни уншăн - ăшаланă ĕне чĕлхи).
Кăна хирĕç вăл çапла калама пултарать: "Куçарас тесен чĕлхе пĕлме кирлĕ мар, вырăслине пахса кăштах картине кĕртсен те çитĕ. Мана чаплă критик Ю. Артемьев та çакăншăн пĕрре мухтарĕ".
Ай, пай-пай! Патшалăх премине панă чух "Нарспине" акăлчанла куçарнă çынна вăл хытă силлесе шаккарĕ-çке: халь тĕнчере подстрочникпе ĕçлемеççĕ иккен.
Ирĕксĕрех халăх каланине аса илетĕн: тĕнчене - тĕрлĕрен кĕнчеле. Критикăн вара тата та ытларах.
Валери ТУРКАЙ // 3221.65.1489
2022.12.20 09:17
"Калллималлина": Асту, кӗвӗҫнипе хӑмпӑ пек ҫурӑлса ан кай!
Халӑхшӑн мар, кушакушӑн пысӑк ҫухату пулать.
Чӑваш халӑх поэчӗ Валери ТУРКАЙ. 89278555480
Иванова Людмила // 7974.7.8083
2022.12.21 14:58
Валери Туркай саввисене юратса вулатап . Ун пек хаюлла поэт урах сук . Сывлах пултар тата та лайахрах сырма !
Каллималлин // 2318.31.3159
2022.12.21 16:38
Çак çын (Туркай) шÿте пачах ăнланмасть пулмалла. Ахальтен мар вăл "Капкăн" журнала хупратчĕ.
Валери ТУРКАЙ // 3221.65.1489
2022.12.23 02:17

"КАЛЛИМАЛЛЛИН"; "Ҫак çын (Туркай) шÿте пачах ăнланмасть пулмалла. Ахальтен мар вăл "Капкăн" журнала хупратчĕ".
"Капкӑнсӑр" пуҫне тата МӖН "хупратнӑ"-ха, хисеплӗ "шӳте ӑнланаканскерӗмӗр", Туркай?..
"Капкӑна" ЧР пичет министерстви ҫеҫ хупма пултарнине эс питех те лайӑх пӗлен, хаклӑ ҫыннӑм...
Туркай МӖН уҫтарнине илес пулсан-и?.. Вӑл ҫине тӑнине пула Шупашкарта Ҫеҫпӗл Мишшин музейӗ, Кайсын Кулиевӑн асӑну хӑми т.ыт. те уҫӑлнӑ. Туркай ҫине тӑнине пула Канаш районӗнчи Ҫеҫпӗлте 1999 ҫулта Асӑну комплексӗ, Комсомольски районӗнчи Вӑрманхӗрри Чурачӑкра Куҫма Турханӑн асӑну хӑми уҫӑлнӑ... Ҫитет-и?..
Эп тата нумай ырӑ ӗҫӗме аса илме пултаратӑп.
...ЭС вара МӖН уҫса курнӑ халиччен?..
Валери ТУРКАЙ. 89278555480



Каллималлин // 7429.3.6795
2022.12.23 16:42
Туркай юлташ! Йăнăшрăм эп, каçар. "Капкăна" чăнах та эс хуптарман, ăна пичет тата сас-хура министрĕ пулнă АС Иванов (хальхи кĕнеке издательствин гендиректорĕ) хуптарнă. Эп ыйткаласа пĕлтĕм. Вăрттăн хупаççĕ, хаçатсем те çăварне шыв сыпнă, ăçтан эпир пурне те пĕлсе пĕтерĕпĕр?

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем