Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.3 °C
Тӗпсӗр ҫынна тӗмен ҫитмен.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Пӑтӑрмахсем: Фёдор Мадуровӑн юпине ҫунтарса янӑ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Таисия Ташней 20.06.2023 19:54 | 461 хут пӑхнӑ
Пӑтӑрмахсем

Алькеш посёлокӗпе Шупашкар районӗнчи Вӑрманкас ялӗ хушшинче халӑх тӗнӗн керемне (храмне) 2016 ҫулхи кӗркунне тӳре-шарапах уҫнине Чӑваш халӑх сайчӗ хӑй вӑхӑтӗнче пӗлтернӗччӗ-ха. Унччен ҫав вырӑнта юпа вырнаҫтарнӑ. Анчах ҫав юпана хӑй вӑхӑтӗнче такамсем тӳнтерме хӑтланни пирки те Чӑваш халӑх сайчӗ ҫырнӑччӗ.

Шар курнӑ юпа вырӑнӗнче халӑх тӗнӗн керемне (храмне) уҫнӑ. Аса илтерер: тӳнтерме пуҫланӑ юпана тӳрлетсе лартса ун тавра тимӗртен ҫӳллӗ хӳшӗ йӗркеленӗччӗ. Юпана ҫавӑн пекех тимӗр карта тытса ҫавӑрнӑччӗ. Парне тумалли вырӑна та манманччӗ. Юпана сӑрланӑ. Маларах ӑна ҫул хӗрринчен асӑрхама йывӑр пулнӑ пулсан вӑл кайран аякранах курӑнса тӑма пуҫланӑ.

Паян вара Федор Мадуровӑн ҫав юпине такамсем ҫунтарса янине пӗлтӗмӗр.

#Вӑрманкас, #палӑксем, #чӑвашсем, #чӑвашлӑх, #пӑтӑрмахсем, #Алькеш, #Шупашкар районӗ

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Базиль Кириллов // 6701.4.6254
2023.06.21 10:50
Милицине заявлени çырса парас пулать, уголовнăй ĕç пуçарма çине тăрас пулать, пакунлисем заявленисене каялла пама е "çухатма" ăста.
Agabazar // 3490.45.0166
2023.06.21 13:28
Agabazar
Фёдор Мадуровăн ывăлĕ пур вĕт. Дмитрий Мадуров, ÿнер тĕпчевçи, археолог тата историк. Çавăн пуçарăвĕпе ĕç пуçласа яма пулать.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем