Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +15.3 °C
Пере пӗлмен ал туйи пуҫа килсе вӑрӑнать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашлӑх: Чӑваш ывӑл-хӗрӗпе вырӑсла калаҫакан ашшӗ-амӑшне кӑтартмалли спектакль

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 22.02.2024 07:33 | 797 хут пӑхнӑ
Чӑвашлӑх
chuvdram.ru сӑнӳкерчӗкӗ
chuvdram.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче кӑтартакан «Вӗри юнлӑ ҫемҫе чун» спектакле театра юратакансем унчченех кайса курма ӗлкӗрнӗ пулӗ-ха. Эпӗ вара ӗнер ҫеҫ ҫитсе килтӗм. Вӑл спектакле курма маларах мӗншӗн кайманни тӗрлӗ сӑлтавпа ҫыхӑннӑ. Аса илтерем: спектакле Иоаким Максимов-Кошкинский пьеси тӑрӑх СССР халӑх артисчӗ Валерий Яковлев лартнӑ.

Тӳрех палӑртам: кайнишӗн пӗртте ӳкӗнмерӗм. Куракансем сцена ҫинчи артистсенчен кӑшт кӑна йышлӑрах пулнин сӑлтавне вара пӗлеймерӗм. Те пурте курса ӗлкӗрнӗ, те ялти клубра хӑй тӗллӗн вӗреннӗ артистсен шайӗнчи камитсене кӑмӑллать халӑх.

Спектакле, ман шутпа, кашни чӑвашӑнах кайса курмалла. Хӑйӗн-ывӑл хӗрӗпе чӑвашла калаҫман ашшӗ-амӑшне чи малтан кӑтартмалла пек туйӑнчӗ. Тата — ӳсекен ӑрӑва. Чӑваш ывӑл-хӗрне.

Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗнче вӗреннӗ мухтавлӑ Константин Иванов, Иоаким Максимов-Кошкинский, Фёдоров Павлов йышшисем тӑван халӑхӗн литературине, театрне тата профессилле музыкине пуҫарса яма пултарнӑ. Малтанласа ҫав ӗмӗт юмахӑн туйӑннӑ-тӑр такамшӑн. Анчах вӗри юнлӑ та хӗрӳ ҫамрӑксем ӗненнӗ, шаннӑ, ӗҫленӗ. Вак халӑхӑн пӗтмелле мар тесе тапаҫланнӑ вӗсем. Паллах, Иван Яковлев пек вӗрентекенсем хавхалантарнипе. Паян пирӗн пурте пур, анчах ывӑл-хӗрӗмӗрпе пирӗнтен ытларахӑшӗ пӗрех ют чӗлхепе калаҫать...

#чӑвашлӑх, #спектакльсем, #театрсем, #Чӗмпӗр

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем