Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +10.3 °C
Ир тӑнӑ кайӑк выҫӑ вилмен тет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Хулаҫырми ял ҫыннисем аптрамаҫҫӗ-ха

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Анастасия Пирӗшти 17.09.2013 22:02 | 1513 хут пӑхнӑ

«Ӑҫта ҫуралнӑ — ҫавӑнта кирлӗ пулнӑ!», — каларӑша Ҫӗпрел районӗнчи Хулаҫырми ялӗнче ҫуралса ӳснӗ меценат, Шупашкарти «Тус» ХАО ертӳҫи Николай Федорович Угаслов тӗпе хурса вӑй ҫитернӗ таран хӑйӗн тӑван ялне кӑна мар, района та тӑтӑшах пулӑшу парать. Хулаҫырми ҫыннисен пурнӑҫӗ лайӑхланса пынинче Николай Федороичӑн тӳпи уйрӑмах пысӑк. Вӑл тӑрӑшнипе урамсене нумаях пулмасть чул сарса хытарнӑ. Халӗ акӑ ял варрипе иртекен тарӑн ҫырма урлӑ ҫӗнӗ пӗве тума тытӑннӑ ӗнтӗ.

«Тус» ХАО прорабӗ Петр Алексеевич Кадуков пӗлтернӗ тӑрӑх асӑннӑ ҫырма тӗлӗнче тахҫан ҫуран каҫса ҫӳремелли кӗпер кӑна пулнӑ. Халӗ ӑна кӑштах анаталла куҫарса ун вырӑнне ҫӗнӗ пӗве тума шутланӑ. Паянхи куна ӗҫсем вӗҫленсе те пыраҫҫӗ. Пӗве ҫине бетон сарас енӗпе тӑрӑшуллӑ ӗҫ пырать. Тӗпрен илсен «Тус» ХАО ӗҫченӗсем тӑрӑшаҫҫӗ кунта. Бетона Шупашкартан илсе килеҫҫӗ. Пӗве айне виҫӗ пӑрӑх хурса хӑварнӑ. Вӗсем пӗвене ҫумӑрсем тӑтӑш ҫунипе, ҫуркуннесенче капланса килекен шыв сиенлетесрен сыхлаҫҫӗ. Пушар машинисем, ытти тӗллевсем валли ҫакӑ ҫителӗклӗ ӗнтӗ. Строительсем ӑнлантарнӑ тӑрӑх, тата та тарӑнлатсан шыв ҫырма тӑрӑх ҫӳлелле хӑпарать, ҫакӑ ҫӳлерехри пӗвене сиен кӳме пултарать. Шыв пухӑнса тӑни таврана та самаях илем кӳрет.

— Вашмӑк ҫырана йывӑҫсем лартса тухӑпӑр, тирпей-илем кӗртӗпӗр. Ҫывӑхра ҫӑл пур. Ҫав вырӑна ӗлӗкренех Лакуш варӗ тетчӗҫ. Вар ячӗпе хӑш-пӗрисем ҫӑла та Лакуш ҫӑлӗ теҫҫӗ. Ҫӑла тирпей-илем кӗртме, лайӑхлатма, ҫӑвӑнмалли вырӑн тума палӑртатпӑр. Ҫакӑн хыҫҫӑн тен ҫӑлӑн та яланхи пӗртен-пӗр ячӗ пулӗ, — хӑйӗн шухӑшне пӗлтерет Н.Угаслов.

Угаслов палӑртса хунӑ ӗмӗчӗсем пурнӑҫа кӗресси Хулаҫырми ял ҫыннисене пӗрре те иккелентермест, панӑ сӑмаха Николай Федорович яланах тытнӑ.

Ҫитес кунсече пӗвӗ таврашне йӗркелесе ҫитерсен вара ял ҫыннисем унӑн пахалӑхӗпе туллинех усӑ курма пултарӗҫ.

#Тутарстан, #Ҫӗпрел районӗ, #Хулаҫырми, #пӗвесем

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://suvar.su/5467.html
 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем