Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

ЧР Патшалӑх Канашӗн сессийӗнче республика Элтеперӗ Олег Николаев отставкӑна каймасси пирки пӗлтернӗ. Аса илтерер: сесси ӗнер иртнӗ.
Олег Алексеевич хӑй каланӑ тӑрӑх, вӑл Раҫҫей Президенчӗн тата Чӑваш Енри халӑхӑн шанчӑкне тӳрре кӑларнӑ, малашне те вӑл ҫапла ӗҫлесшӗн.
Аса илтерер: Олег Николаевӑн срокӗ авӑн уйӑхӗнче тухать, ун чухне суйлав пулӗ.
Agabazar // 2328.87.5624
2025.02.14 08:28 | |
Мĕншĕн кунашкал ыйтава пуçелĕке кăларса тăратнă? Кун пек ыйту кун йĕркинче çук вĕт! Мĕншĕн çак япалана юрилле çавăрттармалла? Кирлĕ мар ун пек çавăрттарма. | |
Валери ТУРКАЙ // 1099.05.4843
2025.02.14 17:16 | |
Чăваш халăхĕн шанчăкне тÿрре кăларнах-ши?...
Валери ТУРКАЙ. 14.02.25 | |
Вулакан // 8094-6661
2025.02.18 20:22 | |
Олег Николаевӑн мӗншӗн Республикӑна пӑрахса каймалла вара.Аванах ӗҫлет вӗт-ха.Чунӗнчи чӑвашлӑх та сӳнмен. | |
Валери ТУРКАЙ // 1099.05.4843
2025.02.20 03:56 | |
Камăн чунĕнче? | |
Вулакан // 6478.3.2905
2025.06.11 11:43 | |
Атьӑр-ха сӑвӑҫсем хыҫҫӑн каяр мар.Вӗсен пурнӑҫ ҫине тарӑннӑн пӑхма хал ҫитес ҫук.Ӗҫ ҫынни сӑмахне мала хурар.Сӑвӑҫсем вӗсем чечекрен чечек ҫине вӗҫсе ҫӳрекен лӗпӗш пекскерсем кӑна. | |
