Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Паян, ҫӗртме уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче Фёдор Карягин ученӑй-экологӑн 80 ҫулхине халалланӑ ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗ иртнӗ.
Мероприятие Чӑваш Енри Агропромышленность комплексӗн ветеранӗсен союзӗ, Вырӑс географи обществин Чӑваш Енри уйрӑмӗ, Раҫҫейри экологи обществи, Раҫҫейри гидрометеорологи обществи, Чӑваш Енри наукапа ӳнер академийӗ йӗркеленӗ.
Конференцире ученӑйӑн тӗрлӗ енлӗ ӗҫӗ-хӗлӗпе паллаштаракан докладсем тунӑ. Аса илтерер: Фёдор Карягин — учёнӑй-педагог, географи наукисен кандидачӗ, профессор, Чӑваш Енри вӗренӗвӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ экологе, СССР халах вӗрентӗвӗн отличникӗ.
Agabazar // 3605.37.7341
2025.06.03 19:55 | |

Марина Карягина сӑвӑҫпа тата тележурналистпа тӑван тивет пулмалла. Чӑн та, тивев саманчӗсене тӗппипе пӗлсе пӗтрейместӗп. Тен, самаях аякри хурӑнташ ҫеҫ-и, анчах та ахаль хушаматташ кӑна мар пуль.