Шупашкар хулинче кӗнеке йышӑнакан контейнерсем вырнаҫтарса тухнине эсир те, тен, асӑрханах пулӗ. Ҫак йӗркесен авторӗ вӗсене икӗ ҫӗрте курма ӗлкӗрчӗ.
Республикӑн Культура министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ялти вулавӑшсене пулӑшас тӗллӗвӗллӗ акци ҫӗртме уйӑхӗн 16-мӗшӗнче пуҫланнӑ.
Пирӗнтен кашнин килӗнчех унччен вуласа тухнӑ кӗнекесем ҫӳлӗк ҫинче тусанланса выртни вӑрттӑнлӑх мар. Кӗнекене е журнала тухса пеме шел, анчах кама памаллине пӗлместӗн. Ун пек чухне ӑна ятарлӑ контейнера кайса ямалла. Кӗнекене пӗр-пӗр ялти вулавӑша илсе кайӗҫ.
Кӗнеке боксӗсем Иван Франко урамӗнчи 10-мӗш тата 20-мӗш, П. Лумумба урамӗнчи 6-мӗш, Октябре 50 ҫул урамри 16-мӗш¸ Николаев космонавт урамӗнчи 46-мӗш, Гагарин урамӗнчи 26 тата 19-мӗш, Чапаев урамӗнчи 8 корпусри 2-мӗш, Энгельс урамӗнчи 3/1-мӗш, Н. Смирнов урамӗнчи, 7-мӗш, Кадыков урамӗнчи 28 тата 34-мӗш, Гастелло урамӗнчи 3 А, Пролетарски урамри 21 тата 22-мӗш , 9-мӗш Пилӗкҫуллӑх урамӗнчи 4В тата 32А, Хусанкай урамӗнчи 6, 23А, 32-мӗш, Шумилов урамӗнчи 11А ҫуртсен умӗнче пур.