Шупашкар районӗнчи Атайкассинче пурӑнакансен шучӗ ӳссе пырать. Паян унта 1520 ҫын пурӑнать иккен. 2020 ҫултипе танлаштарсан ку вӑл чӗрӗк пай чухлӗ нумайрах.
Хула ҫывӑхӗнчи ял аталанӑвӗпе республика Элтеперӗ Олег Николаев паллашнӑ. Халӑх йышланни, Чӑваш Ен Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-служби шухӑшланӑ тӑрӑх, республика ертӳҫисем ял пурнӑҫне лайӑхлатма тӑрӑшнипе ҫыхӑннӑ.
Унта 2020 ҫулта уҫнӑ 110 ачалӑх ача пахчи ӗҫлет, ача пахчинче вара агролаборатори те пур. Агролабораторире шӑпӑрлансене ҫӗр ӗҫӗпе паллаштараҫҫӗ.