Чӑваш ӳнерҫи Анатолий, Кокель Альбина Юрату сӑвӑҫӑн портретне ӳкернӗ. Вӑл ӑна унӑн сӑнӳкерчӗкӗ тӑрӑх хатӗрленӗ.
Ӳкерчӗк ҫинче Альбина Юрату чӑваш наци тумӗпе. Ҫапла ку портрет чӑваш хӗрарӑмӗн вӑйне те кӑтартать.
«Ентешӗме Анатолий Кокеле портретшӑн чунран тав тӑватӑп. Анатолий, эсӗ талант!» – тесе ҫырнӑ Альбина Васильевна халӑх тетелӗнчи страницинче.
Ӳнерҫӗ портрета сӑвӑҫа парнелес тенӗ, анчах вӑл хирӗҫленӗ: мӗншӗн тесен унта вӑл кӑна мар, чӑваш тумӗ те пур, ҫавӑнпа унӑн музейрах упранмалла тенӗ.