Чӑваш Енре 88 автобус туянма палӑртнӑ, ҫав шутран ҫурри пӗчӗк класлисем.
Ӗнер Чӑваш Енӗн Транспорт министерстви Чӑваш транспорт управленийӗ лизингпа 33 автобус тата 10 тролллейбус туянма хатӗрленни пирки пӗлтернӗ. Халӗ республикӑн Правительствинче пысӑк класлӑ 10 автобус кӑҫал туянассине пӗлтернӗ, 2025-2026 ҫулсенче пӗчӗк класлӑ 45 автобус тата ватам класлӑ 33 автобус илесшӗн. Ун валли пурӗ 1,87 миллиард тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ, сав шутран 1,3 миллиарчдне республика хыснинчен, ыттине — хысна мар ҫӑлкуҫран.
Ҫӗнӗ транспорт Шупашкарпа Ҫӗне Шупашкарта ӗҫлӗ.