Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Чӑваш Енре пурӑнакансем укҫа-тенке банкра тытма тӑрӑшаҫҫӗ. Иртнӗ ҫул вкладсен виҫи унчченхинчен 19 процент ӳснӗ. Кашни ҫыннӑн банкра вӑтамран 343 пин тенкӗ упранать.
Укҫана банкра тытнин виҫипе Чӑваш Ен Раҫҫейре 37-меш вырӑн йышӑнать, Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи регионсем хушшинче вара — тӑваттӑмӗш.
Банкра укҫа пухса пыракансен пысӑк пайӗ Мускавпа Питӗр хулисенче пурӑнать. Ингуш тата Чечня республикисенче ун пеккисем ытти регионпа танлаштарсан сахаларх.
