Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +5.3 °C
Ҫын валли шӑтӑк ан алт, хӑвах кӗрсе ӳкӗн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Тӗнчере: Китайра тӗнчери чи вӑрӑм эскалатор уҫнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 14.03.2026 09:03 | 37 хут пӑхнӑ
Тӗнчере
Ҫӑлкуҫ: https://new-science.ru
Ҫӑлкуҫ: https://new-science.ru

Китайри Чунцин сӑртлӑ-туллӑ вырӑнта вырнаҫнӑ Ушань уесӗнче пурӑнакансем тинех чӑнкӑ тӑвайккисене ҫӑмӑллӑн хӑпарма пултарӗҫ. Маларах ку тӑвайккисене парӑнтарма вӗсен кашни кун пӗр сехет вӑхӑт кирлӗ пулнӑ. Халӗ вара хӑрушӑ та кукӑр-макӑр сукмаксемпе улӑхас вырӑнне вӗсем ҫӗнӗ хатӗрпе — «Ушань турри» эскалаторпа — усӑ курма пултараҫҫӗ. Ӑна тӗнчери ҫавӑн йышши хатӗрсенчен чи вӑрӑмми тесе йышӑннӑ.

Объекта 2026 ҫулхи нарӑсӑн 17-мӗшӗнче савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ. Ҫак кунхине ҫавӑн пекех Китайри Ҫӗнӗ ҫула уявланӑ. Уявра аҫтахасен ташшине кӑтартнӑ, урамсене хӗрлӗ хунарсем илемлетнӗ. Ҫак мӑнаҫлӑ проектӑн тӗп уйрӑмлӑхӗ — унӑн конструкцийӗнче. Инженерсем чул ту витӗр тӳрӗ ҫул чавасшӑн пулман. Конструкцине вӗсем сӑрт-тусем тавра вырнаҫтарнӑ, ҫапла май вӑл авкалана-авкалана тӑва ыталать теме пулать.

Суту-илӳ центрӗсенче тӗл пулакан ахаль эскалатор вырӑнне кунта 905 метр тӑсӑлакан кӑткӑс транзит комплексне йӗркеленӗ. Вӑл Турӑ проспектӗнчи вертикалӗпе тӑсӑлса 242,14 метр ҫӳллӗше хӑпарать. Ку 80 хутлӑ небоскребӑн ҫӳллӗшӗпе тан. Ҫак кӑткӑс тытӑмра 21 эскалатор, 8 лифт, 4 траволатор (куҫаракан ҫул) тата ҫуран ҫынсем валли тунӑ темиҫе кӗпер вырнаҫнӑ. Енчен те малтан ҫӳле хӑпарма пӗр сехет нушаланмалла пулнӑ пулсан, ҫӗнӗ транспорт хатӗрӗ 20 минута тӑсӑлакан ҫӑмӑл ҫулҫӳреве йӗркелет.

Конструкцине Чунцинри йывӑр ҫанталӑка тата кӑткӑс рельефа шута илсе проектланӑ. Ҫавӑн пекех унпа нумай пассажир усӑ курассине шута илнӗ. Кантӑкран тунӑ системӑн витӗр курӑнакан фасачӗсем вырӑнти ҫынсемпе туристсене Уся тата Санься ту хушӑкӗсен илемлӗ сӑнӗпе киленме май параҫҫӗ.

«Сӑрт-тури хула» ятпа паллӑ Чунцин яланах хӑйӗн вертикаллӑ тӑвайккисемпе тӗлӗнтернӗ. Кунта пуйӑссем ҫуртсем витӗр тухаҫҫӗ, метро станцийӗсем вара ҫӗр айӗнче тарӑнра вырнаҫнӑ. Ҫӗнӗ «Ушань турри» эскалатор вырӑнти рекорда ҫӗнетнӗ. Енчен те маларах Crown эскалатор тӗнче шайӗнче уҫӑ сывлӑшри чи вӑрӑм эскалатор системи шутланнӑ пулсан, халӗ вӑл иккӗмӗш вырӑна куҫнӑ.

Ҫак хӑватлӑ транспорт ҫыххи ҫыран хӗрринчи ҫулсене хулан тӗп объекчӗсемпе — музейсемпе, пульницӑсемпе тата шкулсемпе — ҫыхӑнтарнӑ. Гаотун районӗнче пурӑнакансемшӗн малашне ӗҫе ҫӳреме тата кулленхи ӗҫсене тума ҫӑмӑлрах пулӗ, чӑнкӑ та хӑрушӑ тӑвайккисем тӑрӑх хӑпарса нушаланма тивмӗ.

Хальхи вӑхӑтра система тӗрӗслев йӗркипе ӗҫлет, унпа усӑ курма 3 юань кӑна кирлӗ. Тӗрӗслев вӑхӑчӗ вӗҫленсен пуҫлӑхсем мӗнпур даннӑйсене пӑхса тухса яланхи хака палӑртӗҫ.

#Китай, #техника, #ҫулҫӳрев, #ҫул-йӗр

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем