Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Канаш округӗнчи Вӑтакас Татмӑш ялӗнчи культура ҫуртӗнче хӑйне евӗр социокультура проекчӗ «Туслӑх кӗперӗ» старт илнӗ. Виҫӗ Татмӑшра пурӑнакансем ялсене пӗрлештерме шухӑшланӑ. Татмӑш ялӗсем Элӗк, Канаш тата Патӑрьел округӗсенче пур.
Хӑнасене чӑваш йӑли-йӗркипе – ҫӑкӑр-тӑварпа тата юрӑ-ташӑпа – кӗтсе илнӗ. Фойере ал ӗҫӗсен ӑстисен куравне йӗркеленӗ.
Малтан сцена ҫине хӑнасене йышӑннӑ Татмӑшсем, «Татмӑш ен» фольклор ансамлӗ, тухнӑ. Истори ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ Людмила Пантелеймонова Чӑваш Енре Татмӑш ялӗсем мӗнле пулса кайни пирки каласа кӑтартнӑ.
Хӑнасем пурте пӗрле «Тӑвансем, пӗрле юрлар-ха» юрра шӑрантарнӑ. Юлашкинчен пухӑннисене пурне те шӳрпепе хӑналанӑ.
