Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Шупашкарта пурӑнакан 44 ҫулти арҫыннӑн суд йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн парӑма тӳлесе татмалла пулнӑ. Анчах вӑл тӳлеме тӑрӑшман. Суд приставӗсем машинӑна конфискацилессине пӗлтерсен вӑл ӑна сутса янӑ тесе суйнӑ, хӑй вара автотранспорта яла, ашшӗ-амӑшӗн килне, илсе кайса лартнӑ.
Арҫынна саккун ыйтнине пурнӑҫламаншӑн административлӑ майпа унччен икӗ хутчен явап тыттарма ӗлкӗрнӗ-ха. Апла пулин те вӑйпитти парӑма татма шухӑшламан та.
Суд приставӗсем парӑмлӑ ҫынсем хӑйсене темле майпа та улталама хӑнӑхнине пӗлсе ҫитнӗ ӗнтӗ. Ҫавӑнпа вӗсем машинӑна (вӑл ют ҫӗршывра туса кӑларнӑскер пулнӑ) шыраса яла ҫул тытнӑ. Суд приставӗсем хайхи этемен чапла машинине шыраса тупнӑ та туртса илнӗ. Арҫын ҫапла вара автомбильсӗр тӑрса юлнӑ.
