Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

«Ҫанталӑк 21» сайт пӗлтернӗ тӑрӑх, ку эрнере аслати авӑтма пултарать.
Сайт ку эрнере мӗнле ҫанталӑк пулссине палӑртнӑ. Юнкунччен уяр ҫанталӑк тӑрӗ. Юнкун ку эрнери чи ӑшӑ кун пулӗ. Ун чуне термометр 11-16 градус кӑтартӗ.
Кӗҫнерникунран пуҫласа вара вӑхӑтӑн-вӑхӑтӑн ҫумӑр ҫӑвӗ. Хушӑран аслати авӑтма пултарать. Эрнекун та ҫумӑр ҫӑвас хӑрушлӑх пур. Шӑматкун ҫил вӑйланӗ. Канмалли кунсенче пӗлӗтлӗ ҫанталӑк пулӗ, ҫумӑр ҫума пултарӗ.
Эрнен иккӗмӗш ҫурринче кӑнтӑрласерен кӑштах сивӗрех пулӗ, каҫсерен вара шӑнтмӗ, хальхинчен ӑшӑрах пулӗ. Ҫапла юр та хӑвӑртрах ирӗлме тытӑнӗ.
