Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан, унччен судпа темиҫе хутчен те айӑпланнӑ арҫын ӳсӗр хӗрӗн (вӑл унӑн пӗлӗшӗ пулнӑ) укҫине тата телефонне вӑрланӑ.
Пӑтӑрмах кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗн вӗҫӗнче Шупашкарти Ленин районӗнчи хавасланмалли заведенисенечн пӗринче пулса иртнӗ. Хӑй пӗлекен хӗр ӳсӗрӗлсе кайнипе усӑ курса арҫын хайхин телефонӗнчи банк приложенийӗ урлӑ 150 пин тенкӗ укҫа куҫарнӑ. Унсӑр пуҫне 20 пин тенкӗ тӑракан телефона вӑрланӑ.
Тӗпчевҫӗсем тӗрӗслев пуҫарсан Ҫӗнӗ Шупашкар арҫынни хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ, укҫана каялла куҫарса панӑ.
Ун тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе халӗ прокуратура суда ярса панӑ.
