Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Шупашкарта пурӑнакан Клавдия Майорова 100 ҫул тултарнӑ. Ӑна юбилейпа саламлама Шупашкар хулинчи Депутатсен пухӑвӗн депутачӗ Максим Гребёнкин тата хулари Мускав районӗнчи квартал уполномоченнӑйӗ ( ун пекки те пур иккен) Анна Калинина ҫитнӗ. Кинемее вӗсем ырӑ сӑмах каласа хавхалантарнӑ, сывлӑх суннӑ.
Клавдия Тихоновна Канаш районӗнчи Ачакасси ялӗнче ҫуралнӑ. Вӑрҫӑ ҫулӗсенче госпитальте санитаркӑра ӗҫленӗ, аманнӑ салтаксене пулӑшнӑ. Вӑрҫа хыҫҫӑн Шупашкарти столовӑйсен трестӗнче 40 ҫул ытла ӗҫленӗ.
Хӗрарӑмӑн 4 ача, виҫӗ мӑнук, мӑнукӗсен виҫӗ ача.
