Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн коллективӗ Мускава тухса каять. Пӗр кунлӑха.
Ҫурла уйӑхӗн 9-мӗшӗнче чӑваш артисчӗсем унта спектакль кӑтартӗҫ. Тӗрӗссипе, спектаклех мар-ха. Спектакль сыпӑкне. Унта вӗсем К. Иванов пьеси тӑрӑх лартнӑ «Нарспи» спектакле кӑтартасшӑн. Спектакль сыпӑкне курас тесен ҫӗршывӑмӑрӑн тӗп хулинчи «Зарядье» парка пымалла. Унта «Территория будущего» форум-фестиваль иртӗ.
Сӑмах май каласан, маларах театрта спекталкь сыпӑкне ҫурла уйӑхӗн 5 тата 9-мӗшӗсенче кӑтартассине пӗлтернӗччӗ, халӗ вара пӗр ҫеҫ тесе кӑтартнӑ.
