Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Лавккара ҫӗнӗ кроссовкӑна тӑхӑнса пӑхнӑ та киввине, хӑраххине, курупкана хурса хӑварнӑ. Ҫапла вӑл лавкаран пӗр уринче – ҫӗнӗ, тепринче кивӗ кроссовкӑпа тухса кайнӑ.
Кун пекки Шупашкарта Калинин урамӗнчи суту-илӳ центрӗнче пулса иртнӗ. Сутуҫӑсем курупкара ҫӗнӗ кроссовкӑпа юнашар кивви выртнине асӑрхасан видеокамера пӑхнӑ, ҫакна арҫын хӑтланнине, вӑл ҫӗнӗскере киввипе улӑштарнине пӗлнӗ, кун пирки йӗрке хуралне хыпарланӑ Оперативниксем ҫав арҫынна часах шыраса тупнӑ.
44 ҫулти арҫын ҫапла майпа ҫулталӑк каялла туяннӑ ҫак фирма кроссоккинех, пӗрне, ҫӗнетме шухӑшланӑ иккен. Анчах куншӑн явап тытма тивӗ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Арҫын тӑкака саплаштарма шантарнӑ: 8 пин тенкӗ тӳлемелле.
