Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Канаш хулинче пурӑнакан 49 ҫулти хӗрарӑм ҫурт-йӗре найм мелӗпе илнӗшӗн тата коммуналкӑшӑн укҫа тӳлесе пыман. Парӑмӗ вара ӳссех пынӑ, 564 пин тенкӗрен иртнӗ.
Хӗрарӑм парӑма хайӗн ирӗкӗпе татма шухӑшламан та. Ҫавна май пристав унран 55 пин тенкӗ исполнительнӑй сбор шыраса илме йышӑну тунӑ. Ҫапла пӗтӗмӗшле парӑм 619 пин тенке ҫитнӗ.
Пристав ҫак хӗрарӑмӑн харпӑрлӑхӗнче мӗн пуррине те тӗрӗсленӗ. Унӑн Канаш варринче пӗр пӳлӗмлӗ хваттер пур иккен. Пристав ун ине арест хунӑ. Хӗрарӑм хваттере сутса ярса парӑма татасран хӑраса ӳкнӗ пулмалла – пӗтӗм парӑма ҫийӗнчех тӳленӗ.
Кун хыҫҫӑн хваттере арестран кӑларнӑ.
