Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

ЧР тава тивӗҫлӗ артисчӗ Анатолий Гущин ТНТ телеканалпа кӑтартакан «Пора на завод» сериалта тӗп рольсенчен пӗрне калӑпланӑ. Палӑртса хӑварар: ку сериала 16 ҫултан аслӑраххисем пӑхма пултараҫҫӗ.
Анатолий Гущин сериалта Танич рольне, тӗп героинӗн тӑванне, вылянӑ. Сериала курас килет-и? Вӑл экран ҫине тухиччен вӑхӑт нумаях юлман: ҫурла уйӑхӗн 31-мӗшӗнче 20 сехетре телевизор ҫутма ан манӑр.
Палӑртса хӑварар: Анатолий Гущин 1976 ҫулта Ҫӗнӗ Шупашкар хулинче ҫуралнӑ. Ашшӗ —вырӑс, амашӗ – чӑваш. Вӑл Ҫӗнӗ Шупашкарти 10-мӗш шкулта вӗреннӗ. Шкул хыҫҫӑн Анатолий Гущин Мускаври М.С.Щепкин ячӗллӗ театр аслӑ училищине вӗренме кӗнӗ. «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ» ята ӑна 2024 ҫулта панӑ. Унӑн пӗрремӗш мӑшӑрӗнчен Елена Шешетинӑран ывӑл пур. иккӗмӗш арӑмӗпе хӗр ҫуралнӑ.
