Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Вӑрмар округӗн пуҫлӑхӗ Василий Шигильдеев хӑйӗн ирӗкӗпе ӗҫрен кайнӑ. Паян округри депутатсем унӑн отставкине йышӑннӑ.
Василий Шигильдеев округ пуҫлӑхӗнче тӑватӑ ҫула яхӑн ӗҫленӗ. Вӑл ку должноҫе 2022 ҫулхи раштав уйӑхӗнче йышӑннӑ.
Василий Шигильдеев 1966 ҫулта ҫуралнӑ. 2001 ҫулта вӑл Мускаври ФСБ Академийӗнчен вӗренсе тухнӑ. Вӑрмар округӗн пуҫлӑхне лариччен вӑл «Каскад-ГРУПП» тулли мар яваплӑ обществӑра тӗп директорӗн ҫумӗнче ӗҫленӗ.
Сӑмах май, ку уйӑхра виҫҫӗмӗш муниципалитет пуҫлӑхӗ хӑйӗн ирӗкӗпе ӗҫрен кайнӑ. Чӳк уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Элӗк округӗн пуҫлӑхӗ Александр Терентьев ӗҫрен кайнӑ. Чӳк уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Сӗнтӗрвӑрри округӗн пуҫлӑхӗ Владимир Петров хӑйӗн ирӗкӗпе отставкӑна кайнӑ.
