Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Росстат ҫӗртме уйӑхӗнче регионсенче вӑтам шалу мӗн чухлӗ пулнине шутланӑ.
Пирӗн республикӑра ҫав уйӑхри вӑтам ӗҫ укҫи 80 пин те 177 тенкӗпе танлашнӑ. Ҫулталӑк каялла ку кӑтарту 72 пин те 808 тенкӗ пулнӑ. Эппин, республикӑра пурӑнакансем ытларах ӗҫлесе илме тытӑннӑ.
Вӑтам ӗҫ укҫин кӑтартӑвӗпе Чӑваш Ен тӳрех тӑватӑ регионтан иртсе кайнӑ: Мӑкшӑ Республикинчен, Киров, Пенза тата Сарӑту облаҫӗсенчен. Кӑҫал ҫӗртме уйӑхӗнче чи пысӑк шалу илекенсем Тутарстанра пулнӑ. Унта вӑтам ӗҫ укҫи 104,5 пин тенкӗпе танлашнӑ. Чи пӗчӗк вӑтам ӗҫ укҫи – Мӑкшӑ Республикинче: 76,3 пин тенкӗ.
Сӑмах май, Чӑваш Енре вӑтам ӗҫ укҫи 4 уйӑх ӗнтӗ, пуш уйӑхӗнченпе, 70 пин тенкӗрен анмасть. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа республикӑра уйӑхри вӑтам ӗҫ укҫи 71,3 пин тенкӗпе танлашнӑ.
