Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Шупашкар хулинче 77 ҫулти хӗрарӑм ҫухалнӑ. «Лиза Алерт» шыравпа ҫӑлав отрячӗн хастарӗсем пулӑшу ыйтаҫҫӗ.
Елена Сергеевна Петрова авӑн уйӑхӗн 26-мӗшӗнче килтен тухса кайнӑ та каялла таврӑнман. Вӑл ӑҫталла ҫул тытнине тӑванӗсем пӗлмеҫҫӗ. Хӗрарӑм 160 сантиметр ҫӳллӗш, вӑтам пӳ-силӗ, ҫӳҫӗ ҫырӑ тӗслӗ, куҫӗсем хӑмӑр. Ҫав кун вӑл хӑмӑр плащ, хура пушмак, ҫутӑ кӑвак слӗ беретка тӑхӑннӑ пулнӑ.
Ҫак хӗрарӑма курнӑ е ун пирки мӗн те пулин пӗлетӗр пулсан ҫак номерсемпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ: 89530166192 – Екатерина (Астра) е 8 800 700-54-52 (Раҫҫейре шӑнкӑрав тӳлевсӗр).
