Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Шупашкара каллех Мускаври артист, Евгений Князев, килӗ. Вӑл унччен те пирӗн республикӑра пулнӑччӗ. Аса илтерер: вӑл унччен пирӗн патра 2024 ҫулта, пуш уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, пулнӑччӗ.
71 ҫулти Евгений Князев — Раҫҫей халӑх артисчӗ. Мускаври Арбатра вырнаҫнӑ Вахтангов ячӗллӗ театрта ӗҫлет. В.В. Щукин ячеллӗ Театр институчӗн ректорӗ. Вӑл сцена ҫине тухсан вӑхӑт сисӗнмесӗр иртет.
Икӗ ҫул каялла артист Шупашкар ҫыннисене Александр Пушкинӑн «Пиковая дама» повеҫӗпе лартнӑ моноспектакль лартса панӑччӗ.
Хальхинче сцена ӑсти чӑваш курканесен умне А. С. Пушкин повеҫӗ тӑрӑх лартнӑ «Метель» моноспектакльпе тухӗ. Шупашкарта артист чӳк уйӑхӗн 18-мӗшӗнче пулӗ. Спектакль Чӑваш академи драма театрӗнче 18 сехет те 30 минутра пуҫланӗ.
