Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Федерацин айӑплава пурнӑҫа кӗртессипе ӗҫлекен службин республикӑри управленийӗн ӗҫченӗ Анастасия Павлычева качча кайнӑ хӗрарӑмсен илем конкурсӗнче ҫӗнтернӗ.
«Миссис Чӑваш Ен - 2026» республикӑри конкурсра Анастасия мала тухнӑ, вице-миссис ятне Елена Новик тата Алена Кутузова тивӗҫнӗ.
Конкурсӑн финалӗ Чӑваш академи драма театрӗнче юпа уйӑхӗн 25-мӗшӗнче иртнӗ. Унта 15 хӗрарӑм хутшӑннӑ. Вӗсем тӗрлӗ ҫӗрте ӗҫлеҫҫӗ. Анастасия Павлычева, акӑ, шалти службӑн аслӑ лейтенанчӗ. Вӑл Федерацин айӑплава пурнӑҫа кӗртессипе ӗҫлекен службин республикӑри управленийӗн пуҫиле исполнительнӑй инспекцийӗнче йӗркелӳпе аналитика ушкӑнӗнче инспектор пулса тӑрӑшать. Хитре хӗрарӑм килтисем алли те вӑхӑт тупать, вӗсене тимлӗх уйӑрать.
