Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Шупашкар хулинче ҫӗнӗ кӑнтӑр районӗнче регионсен хушшинче наркотик сарнӑ курьера тытса чарнӑ.
Патрульпе пост службин ӗҫченӗсем хулари вӑрманта вӑрттӑн вырӑна наркотик пытарнӑ ҫынна асӑрханӑ. Вырӑна оперативлӑ следстви ушкӑнӗ ҫитнӗ те наркокурьера тытса чарнӑ. Унӑн иномаркине ухтарсан 240 грамм ытла мефедрон тупнӑ. Тытса чариччен арҫын вунӑ вырӑнта наркотик хума ӗлкӗрнӗ.
Ҫак арҫын – 33 ҫулта, вӑл Удмурт Республикинче пурӑнать. Вӑл каланӑ тӑрӑх, наркобизнеса вӑл 2026 ҫулхи ҫулла, гараж ҫинче ҫырнине асӑрхасан, кӗрсе кайнӑ. Утӑ уйӑхӗнчен пуҫласа авӑнччен арҫын наркотике Удмурт Республикинче сарнӑ. Кайран куратор ӑна Атӑлҫи федераци округӗнче те ӗҫлеме сӗннӗ. Шупашкарта наркотик хунӑ хыҫҫӑн унӑн Чӗмпӗре каймалла пулнӑ.
