Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

ШӖМӗн наркотик ҫаврӑнӑшне тӗрӗслекен Раҫҫей Тӗп управленийӗн ӗҫченӗсем тата Чӑваш Енри полицейскисем унччен судпа айӑпланнӑ икӗ ҫынна тытса чарнӑ. Вӗсем наркотике пысӑк виҫепе сутма тӑнӑ.
Вӗсен «Мицубиси Паджеро» машинине Канаш хулинче чарнӑ. Тендпа витнӗ прицеп ҫинче вара наркотик пулнӑ: 170 килограмм ытла! Оперативниксем палӑртнӑ тӑрӑх, вӗсем Атӑлҫи тата Ҫӗпӗр федераци округӗсенче вӑрттӑн вырӑнсене наркотик хунӑ.
Ҫав ҫынсен тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Арҫынсене тытса чарнӑ, следстви малалла пырать.
