Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Улатӑрта пурӑнакан 19 ҫулти каччӑ пӗрле пурӑнакан хӗрарӑмӑн пӗчӗк хӗрачине хӗнесе пурӑннӑ. Халӗ ун тӗлӗшпе Ҫӗмӗрлери районсем хушшинчи следстви пайӗ пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, каччӑ кӑҫалхи утӑ уйӑхӗнчен пуҫласа юпа уйӑхӗччен пӗчӗк хӗрачана хӗнесе пурӑннӑ тата ӑна кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен хур кӑтартнӑ.
Ачапа ҫавӑн пек хӑтланнӑшӑн РФ Пуҫиле кодексӑн 117-мӗш статйин 2-мӗш пайӗн «г» пункчӗпе явап тыттарма пултараҫҫӗ.
Хальхи вӑхӑтра ача хӑйӗн амӑшӗпе пурӑнать иккен, унӑн сывлӑхне никам та сиен кӳмест.
Пуҫиле ӗҫе тӗпченӗ май тӗпчевҫӗсем кӳнтеленсенчен ыйтса пӗлеҫҫӗ, суд экспертизи ирттереҫҫӗ. Ӗҫе тӗпчесе пӗтерсен ӑна прокуратура ҫирӗплетнӗ хыҫҫӑн материалсене пӑхса тухма суда ярса парӗҫ.
