Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Хӗрлӗ Чутай округӗнчи Мучикасси ялӗнче пурӑнакан тыл ӗҫченӗ Варвара Ивановна Пандюхина 100 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ.
Хӑйӗн ҫамрӑклӑхне вӑл савӑнӑҫпа аса илмест. «Вӑрҫӑ ҫулӗсенче ҫинҫе те черчен хӗрсем арҫынсен вырӑнне юлнӑ. Эпир йывӑр ӗҫленӗ: вӑрман каснӑ», — каласа кӑтартать Варвара Ивановна.
Вӑрҫӑ хыҫҫӑн вӑл «Присурский» совхозра ӗҫленӗ, унта 51 ҫул тӑрӑшнӑ. Ырми-канми ӗҫленӗшӗн ӑна «1941–1945 ҫҫулсенчи Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче паттӑрла ӗҫшӗн» медальпе чысланӑ.
Паян Варвара Ивановнӑн тӗп пуянлӑхӗ — унӑн пысӑк ҫемйи: вӑл мӑшӑрӗпе тӑватӑ ача ҫуратнӑ, халӗ ҫичӗ мӑнукпа тата тӑватӑ кӗҫӗн мӑнукпа савӑнса пурӑнать.
Ҫӗр ҫулхи юбилейпа ӑна чун-чӗререн саламлатпӑр тата ҫирӗп сывлӑх сунатпӑр!
