Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Улатӑр хулинче пурӑнакан 19 ҫулти арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вӑл пӗрле пурӑнакан хӗрарӑмӑн пӗчӗк хӗрне хӗненӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Следстви версийӗ тӑрӑх, ҫак арҫын кӑҫал утӑ уйӑхӗнчен пуҫласа юпа уйӑхӗччен пӗрле пурӑнакан хӗрарӑмӑн пӗчӗк ачине юратманнипе тӑтӑшах хӗненӗ, ӳт-пӗвне ыраттарнӑ.
Хальхи вӑхӑтра ача амӑшӗпе пӗрле пурӑнать, унӑн пурнӑҫӗпе сывлӑхӗ хӑрушлӑхра мар.
Следовательсем пулса иртнине уҫӑмлатаҫҫӗ, ҫавна май суд экспертизисем ирттереҫҫӗ, кӳнтеленсенчен ыйтса пӗлеҫҫӗ.
