Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Улатӑр хулинче пӗр водитель машинӑпа ача ури ҫине пырса кӗнӗ. 69 ҫулти водитель йӗрке хуралҫисене ӗнентернӗ тӑрӑх, вӑл машина умӗнче шуҫса ӳкнӗ ачана асӑрхаман имӗш.
Инкек ӗнер, нарӑс уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, Улатӑрта пулса иртнӗ. 15 ҫулти яш «Chevrolet» машина урапи айне пулнӑ. Ҫул хӗрринче тӑнӑ чухне ача шуҫса ӳкнӗ, машина вара ун ури урла каҫса кайнӑ та чарӑнса та тӑман.
