Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Патӑрьел округӗнчи виҫӗ тӑлӑх хваттерлӗ пулнӑ. Нумаях пулмасть вӗсене уҫҫине савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура панӑ.
Ҫӗнӗ хваттере Наталия Загайнова, Иван Воробьев тат Николай Огурцов тивӗҫнӗ. «Питӗ хумхануллӑ самант. Халӗ пирӗн хамӑрӑн кӗтес пур, кунта эпир пуласлӑх валли плансем хатӗрлеме пултаратпӑр», — тенӗ Наталия. Вӑл халӗ икӗ ҫулти ывалӗпе декрет отпускӗнче ларать.
Палӑртмалла: округра тӑлӑх ачасене пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе тивӗҫтерес ӗҫ малалла пырать. Кӑҫал ку тӗллевпе 17 миллион ытла тенкӗ уйӑрнӑ.
Пӗтемӗшле илсен, кӑҫал Чӑваш Республикинче 418 тӑлӑх ачана ҫурт-йӗрпе тивӗҫтерӗҫ. 358 ҫын валли хваттерсене муниципалитет контаркчӗсемпе туянӗҫ, тепӗр 60-шне ҫурт-йӗр сертификатне парӗҫ. Республика хыснинчен ку тӗллевпе 1,3 миллиард ытла тенкӗ уйӑрнӑ.
